Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
17 Нарӑсӑн 2021, 18:50

Пушкăртстанра 80 пин тонна таварлăх сĕт туса илнĕ

Республикăра таварлăх сĕт туса илесси ÿсет. ПР Ял хуçалăх консультацийĕн кăтартăвĕсем тăрăх, çак кунсенче ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресченпе фермер хуçалăхĕсенче 80,4 пин тонна сĕт туса илнĕ.

Республикăра сĕт суса илесси ÿсет. ПР Ял хуçалăх министерствин консультаци центрĕн кăтартăвĕсем тăрăх, çак кунсенче ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресченпе фермер хуçалăхĕсенче 80,4 пин тонна сĕт туса илнĕ. Çакă иртнĕ çулхинчен 5,5 пин тонна нумайрах. Пуринчен ытларах кăтартусем Ермеккей тата Илиш районĕсенче ÿснĕ. Уйăх çурă хушшинче Ермеккей районĕнче 1520 тонна, Илиш районĕнче 1054 тонна ытларах сĕт суса илнĕ. Асăннă икĕ районта сĕт паракан выльăхсене ĕрчетекен инвесторсене явăçтарнă. Ермеккей районĕнче «Северная Нива Башкирия» компанийĕн сĕт-çу туса илекен комплекс, Илиш районĕнче «Урожай» племзаводăн сĕт-çу фермисем тата Куйбышев ячĕллĕ хуçалăх.
ПР Ял хуçалăх министерстви.
Читайте нас: