Пушкăрстанри «Сĕт кухни» биойодлă йогурт туса кăларма палăртать. Çакăн çинчен « Пушкăртстан Республикин халăхне йодпа тивĕçтермелли апатланури хальхи тенденцисем» («Современные тенденции в питании по обеспечению йодом населения Республики Башкортостан») çавра сĕтел вăхăтĕнче каланă.
Йод дефицичĕн ыйтăвĕ Раççейĕн пур регионĕсенче те, питĕрех Пушкăртстан Республикинче, çивĕч тăрать. Халĕ регионти экологи лару-тăрăвне тата пĕтĕмĕшле йод дефицитне кура «Сĕт кухни» продукцин рецептурине йод кĕртес ĕç пырать.
«Сĕт кухни» ПР Патшалăх автономлă учреждени директорĕ Эльдар Сайгафаров каланă тăрăх, паян йогурт хăш вăхăтчен юрăхлă пулассине тĕрĕслеççĕ. Унтан унра апат-çимĕçпе биологи пахалăхĕ тата йод пуррине ПР Гигиенăпа эпидемиологи центрĕнче тĕрĕслĕç. Патшалăх регистрацине иртнĕ хута федераллă орган -Мускаври Гигиенăпа эпидемиологи центрĕ парĕ.
- Эпир органикăллă йод туянтăмăр. Тĕрĕслевсем январь уйăхĕн 25-мĕшĕнче пуçланчĕç. Пĕтĕмĕшле «Сĕт кухнин» уйрăмĕсенчен илнĕ тĕслĕхсен пĕрремĕш партине тĕрĕслерĕмĕр. Черетре иккĕмĕш партине тĕрĕслесси. Кăтартусене февраль уйăхĕн 24-мĕшĕнче ярса пама палăртатпăр, - ăнлантарса панă «Сĕт кухнин» директорĕ Эльдар Сайгафаров.
Биойодăн тути те, шăрши те çук, вăл сĕтпе лайăх хутăшать. Ăна сĕте пастерилизациленĕ чух хушаççĕ, вăл пысăк температурăсенче те пахалăхне улăштармасть. Ун усăллă енĕсем щит евĕрлĕ парăн (щитовидная железа) чирĕсенчен сыхлаççĕ, ăс-тăна çивĕчлетеççĕ тата ырă витĕм кÿреççĕ. Йод хушнипе сĕт продукцийĕ хăй тутине улăштармасть. 100 грамм хатĕр продукцинче 30 мкг йод тытăмĕ пулĕ, вăл ачана талăкне кирлинчен 30 процент шутланать.