Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
17 Нарӑсӑн 2021, 12:15

Республикăра алимент парăмĕсем 2,4 млрд тенкĕпе танлашаççĕ

Пушкăртстанра алимент тÿлемелли пĕтĕмĕшле парăм виçи 2,4 млрд тенкĕпе танлашать тесе пĕлтернĕ Раççейри федераллă суд пирставĕн службин республикăри управлени ертÿçи Ильнур Махмутов.

Пушкăртстанра алимент тÿлемелли пĕтĕмĕшле парăм виçи 2,4 млрд тенкĕпе танлашать тесе пĕлтернĕ Раççейри федераллă суд пирставĕн службин республикăри управлени ертÿçи Ильнур Махмутов.
Кашни çул регионта çак ыйтупа 40 пин ĕç тумалли производство пуçараççĕ.
Парăма кĕнисен 65 проценчĕ алиментсене хăйсен ирĕкĕпе тÿлеççĕ, анчах та яваплăхран пăрăнса юлма хатĕррисем те пур.
- Парăмлисен 20 % ĕçлесе тупăш илейменнине пула çак укçа-тенке тÿлеймеççĕ, вĕсем унта-кунта вăхăтлăх ĕçленипе тăранса пурăнаççĕ. Нумайăшĕ судпа айăпланнă е наркотик-эрех серепине çакланнă. Вĕсенчен пĕр пайĕ пĕр вырăнта тĕпленсе пурăнмаççĕ,- тенĕ Ильнур Махмутов.
Кăçал парăма кĕнисемпе репресси (хĕсĕрлесе) мелĕпе мар, урăхла кĕреше пуçланă. Мĕншĕн тесен ятарлă программа йышăннă. Çав программăпа усă курса граждансем ĕçе вырнаçма, кĕске вăхăта тăсăлакан курссенче вĕренсе çĕнĕ професси алла илме, сипленме пултараççĕ.
- Республикăри Ĕç министерствипе тунă килĕшĕве пула эпир çавăн пек çынсене йĕркене кĕртме, «строя тăратма» пултаратпăр. Çапла майпа вĕсем хăйсемех алимент тÿлеме пуçлĕç, - уçăмлатнă ведомство ертÿçи.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: