Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
17 Нарӑсӑн 2021, 14:50

Шкул апатланăвне пилĕк çĕнĕлĕх кĕртĕç

Пушкăртстан влаçĕсем юлашки пилĕк уйăх хушшинче шкул апатланăвĕ пирки ашшĕ-амăшĕсенчен 900 ытла жалоба илнĕ. Çакăн пирки Республика Правительствин Премьер-министрĕ Андрей Назаров пĕлтернĕ. Çак кунсенче ПР Министрсен Кабинечĕн пуçлăхĕ лару ирттернĕ, унта вăл 2021 çулхи март уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пурнăçа кĕмелли пилĕк çĕнĕлĕхпе паллаштарнă.

- Ашшĕ-амăшсем апат тутлă мар, нумай чухне сивĕнсе кайнă тесе çыраççĕ. Ачасем çимеççĕ, турилккисене каялла кайса лартаççĕ те кунĕпе выçă çÿреççĕ. Паллах, кун пек пулмалла мар. Ачасем хырăмĕсене пăсни çеç çитмест пире. Патшалăх укçа-тенкĕ управленийĕ енчен илес пулсан та ку килĕшÿллĕ пулăм мар. Шкул апатланăвĕ валли çулсерен уйăракан икĕ миллиард тенкĕ укçа çÿп-çап çине çеç каять, - палăртнă Андрей Назаров.
Пĕрремĕшĕ - шкул апатланăвне вырăнсенче тĕрĕслени. Тĕплĕнрех каласан, вырăнти администраци чиновникĕсем апат пахалăхне вĕрентÿ, суту-илÿ министерствисемпе Роспотребнадзор ĕçченĕсемпе пĕр танах тĕрĕслеме пултараççĕ.
Иккĕмĕшĕ – менюри пур апата та кулленех шкул сайтне ÿкерсе лартасси. Интернетри ÿкерчĕсемшĕн çирĕппĕн айăплĕç.
Виççĕмĕшĕ – пахалăхне тĕрĕслес шутпа апат тĕслĕхне ятарлă лабораторие ярасси. Халĕ çак ĕçе кашни шкултах тумаççĕ.
Тăваттăмĕшĕ – апатлану системине йĕркене кĕртнĕ шкулсем ытти вĕрентÿ учрежденийĕсен вĕрентÿçисем пулса тăрĕç. Ку – хăйне майлă ăмăрту пулĕ.
Пиллĕкмĕшĕ - регион карттине тума палăртнă. Унта шкул апатланăвĕн организаторĕ, апат-çимĕçпе тивĕçтерекенĕ, апат-çимĕç производителĕ курăнĕ.
«Тен, шкулсен рейтингне йĕркелемелле? Кун пирки шутласа пăхăп-ха», - тенĕ Пушкăртстан премьер-министрĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: