Урал сасси
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
18 Нарӑсӑн 2021, 14:30

Хваттерти наркăмăшлă хура çĕлен

Салават хулинчи Çĕнтерĕве 30 çул урамри 21-мĕш çуртри пĕр хваттерте пурăнакансем килти кушак хăйне темле ăнланмалла мар тыткаланине сăнанă. Вăл çуртра вырăн тупайман. Уйрăмах ăна нумаях пулмасть нÿхрепрен илсе килнĕ çĕрулми витри канăç паман. Кил хуçисем витрене тимлĕрех пăхнă та унта çĕрулми хушшинче çĕлен курăнса кайнă. Çийĕнчех хулари муниципаллă пушар хуралĕн службине шăнкăравланă. Çăлавçăсем нумай кĕттермен, вырăна килсе çитнĕ тесе çырать «Выбор» хула хаçачĕ.

Анчах та вĕсем пăтăрмахлă хваттере çитиччен çĕлен витререн тухса атă-пушмак сентри çинче вырăн тупнă.
- Малтан куçпа хак панă тăрăх кĕтмен «хăна» наркăмăшлă хура çĕлен пулса тухнă. Ильгам Мусин пушар сÿнтерекен хÿтĕленмелли тумтир тата краг тăхăнса, кирлĕ хатĕрсемпе усă курса çĕлене хваттертен йăтса тухнă. Паллах, хăрушсăрлăх йĕркине те пăхăнма тÿр килнĕ,- пĕлтернĕ хулари муниципаллă пушар хуралĕнче.
Ахăртнех, çĕлен шăнса вилес мар тесе сивĕрен хăтăласшăн пулнă. Çавна пулах нÿхрепе кĕнĕ, унтан улма витрипе хваттере çитнĕ.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: