Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
18 Нарӑсӑн 2021, 18:05

Çĕнĕ ятра «Пушкăрт» сăмах пулмаллах

Пушкăрт патшалăх университечĕпе Ĕпхÿри патшалăх авиаципе техника университетне пĕрлештересси пурнăçа кĕрсе пырать. Çак ĕçе республика пуçлăхĕ Радий Хабиров та хутшăннăччĕ. Çĕнĕ аслă шкулăн ятĕнче «Пушкăрт» сăмах пулмаллах тесе пĕлтернĕ «Комерсантъ-Башкортостан» хаçат ирттернĕ пресс-коференцинче.

Пушкăрт патшалăх университечĕпе Ĕпхÿри патшалăх авиаципе техника университетне пĕрлештересси пурнăçа кĕрсе пырать. Çак ĕçе республика пуçлăхĕ Радий Хабиров та хутшăннăчĕ. Çĕнĕ аслă шкулăн ятĕнче «Пушкăрт» сăмах пулмаллах тесе пĕлтернĕ «Комерсантъ-Башкортостан» хаçат ирттернĕ пресс-коференцинче.
- Çак сĕнĕве общество хускатнă, çавăнпа та республика правительстви ăна шута илетех. Наци паллин пĕрпеклĕхне (идентичность) сыхласа хăвармаллах. Хальхи вăхăтра аслă шкул мĕн ятлă пулассине сÿтсе яваççĕ çеç-ха,- тенĕ Азат Бадранов вице-премьер.
Çавăн пекех çĕнĕ пĕлÿ учрежденинче регионти компонентсене шута илсе пушкăрт чĕлхипе уçнă факультетсем упранса юлмалла.
Аса илтеретпĕр, 2021 çулхи январь уйăхĕн вĕçĕнче регионти икĕ пысăк аслă шкула пĕрлештересси пирки ПР Пуçлăхĕн администраци ертÿçи Александр Сидякин хăйĕн шухăшне пĕлтернĕччĕ. Влаçри пуçлăхсен шухăшĕпе çакă вĕрентÿ учрежденине паянхи кун конкурентлă лару-тăрура çĕнĕлле ĕçлеме май парать. Икĕ университета пĕрлештерес ыйтăва правительство шайĕнче татса панă.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: