Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
18 Нарӑсӑн 2021, 18:00

Салават хулинче пурăнакан хĕрарăм ултавçăсене 158 пин тенкĕ укçа куçарса панă

лават хулинче пурăнакан хĕрарăм ултавçăсен серепине çакланса инкек курнă. Хĕрарăм вырăнти телевиденипе кам та пулин тухатса пăснинчен сыватаççĕ текен хыпара курнă хыççăн асăннă çăмăллăхпа усă курма шутланă. Çапла майпа мошенниксене 158 пин тенкĕ укçа куçарса панă.

Салават хулинче пурăнакан хĕрарăм ултавçăсен серепине çакланса инкек курнă. Хĕрарăм вырăнти телевиденипе кам та пулин тухатса пăснинчен сыватаççĕ текен хыпара курнă хыççăн асăннă çăмăллăхпа усă курма шутланă. Çапла майпа мошенниксене 158 пин тенкĕ укçа куçарса панă. Ун хыççăн пулăшу ыйтса полицие шăнкăравланă.
РФ ШĔМ Пушкăртстанри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, республикăра талăкне ултавпа çыхăннă 20 заявлени йышăннă. Виççĕшне банк учрежденийĕн ĕçченĕсем пек пулса, виççĕшне Интернет урлă тавар туяннă чух, 14-шне тĕрлĕ йышши пулăшу сĕнсе уталанă. РФ ШĔМ Нефтекамск хулинчи уйрăмне вырăнта пурăнакансенчен талăкне икĕ заявлени килнĕ.
Инкек курнисем «Инстаграм платформăра тĕрлĕ аккаунтсем çине пырса тухса, инвестицисенче укçа ĕçлесе илме май пур текен палламан çынсене шанса, 20 пин тата тăхăр пин укçа куçарнă. Иртнĕ талăк хушшинче мошенниксемпе çыхăннă тăхăр уголовлă ĕç пуçарнă.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: