Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
18 Нарӑсӑн 2021, 13:45

Владимир Путин тăлăх ачасене вĕренме кĕнĕ чухне паракан çăмăллăхсем çинчен калакан саккуна алă пуснă

Раççей Президенчĕ Владимир Путин квота шайĕнче тăлăх ачасене аслÿ вĕренÿ заведенийĕсенчи бюджет вырăнĕсене вĕренме кĕме ирĕк паракан правăна срокне кăтартмасăр (бессрочный) тăснă. Документа право информацийĕн интернет порталĕнче февраль уйăхĕн 17-мĕшĕнче пичетленĕ.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин квота шайĕнче тăлăх ачасене аслÿ вĕренÿ заведенийĕсенчи бюджет вырăнĕсене вĕренме кĕме ирĕк паракан правăна срокне кăтартмасăр (бессрочный) тăснă. Документа право информацийĕн интернет порталĕнче февраль уйăхĕн 17-мĕшĕнче пичетленĕ.
Тăлăх, инвалид ачасене, I тата II ушкăн инваличĕсене, ачаранах инвалид шутланакансене, çавăн пекех çар службинче суранланса сусăрланнисене аслă шкулсене конкурссăр вĕренме илетчĕç. Кашни предметпа кирлĕ чухлĕ чи пĕчĕк балл пуçтарнă абитуриентсене пĕтĕмĕшле бюджет вырăнĕнчен 10% квота уйăрса паратчĕç. 2021 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен асăннă çăмăллăхăн срокĕ вĕçленнĕ.
РФ Президенчĕ Владимир Путин 2021 çулхи февраль уйăхĕн 17-мĕшĕнче алă пуснă закон тăрăх, тăлăх тата ашшĕ-амăшĕсен тимлĕхĕсĕр тăрса юлнă, çавăн пекех çар хирĕç-тăрăвĕсене хутшăннă ветерансен ачисем асăннă çăмăллăхпа усă курма пултараççĕ.
Унсăр пуçне уйрăм право тăлăх ачасене бакалавриат тата специалитет программисемпе, палăртнă квота таран, тÿлевсĕр пĕлÿ илме ирĕк парать. Асăннă правăна вĕренме кĕмелли тĕрĕслев витĕр ăнăçлă иртнисене параççĕ.
2020 çултан пуçласа сывлăх енчен чăрмав пур ачасен вĕренме кĕмелли экзаменсене колледжсенче дистанци мелĕпе тытма май пулнă. Асăннă правилăсем Вĕрентÿ министерстви хатĕрлесе кăларнă методика сĕнĕвĕсенче пур. Çак мел тухăçлă пулнине COVID-19 вăхăтĕнче экзаменсене ăнăçлă тытни кăтартса панă. Экспертсен шучĕпе, министерство сĕнекен улшăнусемпе хăш-пĕр лару-тăрура çеç усă курма юрать. Вĕренекенсем хăйсем экзаменра пулсан аванрах.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: