Урал сасси
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
20 Нарӑсӑн 2021, 18:55

Апат-çимĕç инфляцийĕ 7,7 процентпа танлашнă

ПР Наци банкĕн кăтартăвĕсем тăрăх, Пушкăртстанра январь уйăхĕнче продовольстви инфляцийĕ 7,7 процентпа (декабрь уйăхĕпе танлаштарсан +0,6%) танлашнă. Тĕнчери хаксем ÿснĕ май ытти çĕршывсем Раççейĕн йÿн тыр-пулĕпе, аш-какайĕпе, ÿсен-тăран çăвĕпе усă курма пуçланă. Тавара ытларах чикĕ леш енне ăсатнă май унăн калăпăшĕ шалти рынокра чакнă. Çавна пула апат-çимĕç хакĕсем ÿснĕ.

ПР Наци банкĕн кăтартăвĕсем тăрăх, Пушкăртстанра январь уйăхĕнче апат-çимĕç инфляцийĕ 7,7 процентпа (декабрь уйăхĕпе танлаштарсан +0,6%) танлашнă. Тĕнчери хаксем ÿснĕ май ытти çĕршывсем Раççейĕн йÿн тыр-пулĕпе, аш-какайĕпе, ÿсен-тăран çăвĕпе усă курма пуçланă. Тавара ытларах чикĕ леш енне ăсатнă май унăн калăпăшĕ шалти рынокра чакнă. Çавна пула апат-çимĕç хакĕсем ÿснĕ.
Тавар туса кăларакансен тăкакĕсем ÿснине кура хĕвелçаврăнăш çăвĕ, сысна, ĕне тата чăх-чĕп ашĕ, çăмарта, çавăн пекех вĕсенчен хатĕрленĕ апат-çимĕç (фарш, консервăсем, сосискăсемпе сарделькăсем, тĕтĕмленĕ деликатессем) хакĕсем ÿссе кайнă. Çавăн пекех çăкăр-булка, кĕрпе, макарон изделийĕсем те хаклăланнă. Ытларах кирлĕ апат-çимĕç çителĕксĕр пулнине пула çĕр улми, сухан, хĕрлĕ кăшман хакĕсем ÿснĕ. 2020 çулта çанталăкăн мехелсĕр условийĕсене пула чылай регионта асăннă çимĕçсен тухăçлăхĕ ÿкнĕ. Çитменнине тата тухăçăн чылай пайĕ лайăх упранмасть.
Темиçе уйăх тăршшĕ банан хакĕ ÿсни те палăрать: тухăç начар пулнипе тата импортпа çимĕçе тăратни йĕрки пăсăлнипе.
Пушкăртстанри апат-çимĕç таварĕсен шутне кĕмен хаксен ÿсĕм хăвăртлăхĕ çулталăкне 4,2 процентпа танлашнă (декабрь уйăхĕн шайĕнче), çăмăллăхсене – 2,9% ( 0,1% чакнă). Çĕршывĕпе çулталăкри инфляци январь уйăхĕнче 5,2 процентпа, Пушкăртстанра 5,2%, Атăлçи федераллă округра 5,5% танлашнă.
Читайте нас: