Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
20 Нарӑсӑн 2021, 19:35

Виçĕн йĕкĕрешпе йывăрлă хĕрарăм вилнĕ

Февраль уйăхĕн 17-мĕшĕнче Кумертау хула больницин хирурги уйрăмĕнче виçĕн йĕкĕреш ачапа йывăрлă хĕрарăмăн чĕри тапма чарăннă.

Февраль уйăхĕн 17-мĕшĕнче Кумертау хула больницин хирурги уйрăмĕнче виçĕн йĕкĕреш ачапа йывăрлă хĕрарăмăн чĕри тапма чарăннă.
Малтанхи информаци тăрăх, хĕрарăма экстракорпораль(ЭКО) мелĕпе пĕтĕçтерсе виçĕ эмбрион вырнаçтарнă. Вĕсем унăн арлăх органĕнче йĕркеллех чĕрĕлсе аталаннă, анчах та 12-мĕш эрнере йывăрлăхсем сиксе тухнă – ача пăрахни (выкидыш) пулса иртнĕ. Вăхăтсăр вилнĕ хĕрарăм 40 çулта пулни паллă.
Хальлĕхе компентенциллĕ органсенчен официаллă коментарисем çук. «Башинформ» агентство ПР Сывлăх сыхлав министерствине официаллă запрос янă.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: