Çтерлĕ хулинче пĕр çамрăк арçын пуçтахланса хăйсен килĕнче шăв-шав çĕкленĕ. 29 çулхи преступник аллинчен ашшĕ-амăшĕ шар курнă. Вăл вĕсемпе пĕрле пĕр хваттертех пурăннă пулнă.
Кÿршĕсем чĕннипе вырăна йĕрке хуралçисем килсе çитнĕ. Полици ĕçченĕсем подъездра аялти кĕпе-йĕм çеç тăхăннă ÿсĕр арçынна асăрханă. Вăл усал сăмахсем каласа вăрçăннă, çапăçăва кĕме хатĕр пулнă. Пакунлисем унăн аллисене сăнчăрланă та ăна полици уйрăмне илсе çитернĕ.
Çав вăхăтра пуçтахăн (дебошир) ашшĕпе амăшĕ кÿршисем патĕнче хÿтлĕх шыранă. Иккĕшĕ те юнланнăскерсем çиелти тумтир тăхăнмасăрах урама чупса тухнă. Каярах çакă паллă пулнă – арçын кунĕпе эрех ĕçнĕ. Ашшĕ-амăшĕпе вăрçăннă хыççăн амăшне пуçĕнчен çапнă, аллине çĕçĕ тытса хăмсарнă, вĕлерессипе хăратнă. Хĕрарăм питне алăпа хупланă, çавăн чухне пуçтах сулкалакан çĕçĕ аллине суранлатнă.
Айăпа кĕнĕ çыннăн ашшĕ нумаях пулмасть чирлесе сывалма пуçланă пулнă, анчах та вăл хваттерте пĕр вырăнтан тепĕр вырăна хĕнпе куçса çÿренĕ. Вăл мăшăрне хÿтĕлеме тытăннă, çĕççе туртса илнĕ, анчах та ачи ăна та питĕнчен суранлатса ĕлкĕрнĕ. Çакăн хыççăн аслисем мĕн тăхăннă çав тумтирпех хваттертен тухса кайнă, кÿршисем патĕнче пытаннă.
Раççей Шалти ĕçсен министертвин Çтерлĕ хулинчи управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, йĕркене пăсакан тĕлĕшпе çынсене хĕненĕшĕн тата полици ĕçченĕсене пăхăнманшăн административлă ĕç пуçарнă. Суд йышăнăвĕпе айăплакана 5 талăка тытса хупнă тата 5 пин штраф тÿлемелле тунă. Унсăр пуçне вĕлерессипе хăратнăшăн икĕ уголовлă ĕç пуçарнă. Халĕ вĕсене тĕпчесе уçăмлатаççĕ.