Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Новости
21 Нарӑсӑн 2021, 13:15

Пушкăртстанра вăрмансене космосран сăнаса тăрасси ÿснĕ

Кăçал Пушкăртстанри вăрмансене космос урлă пăхса тăрасси 1,5 хут ÿсмелле тесе пĕлтернĕ ПР Вăрман хуçалăх министерстви. Дистанци мелĕпе вăрман лаптăкĕсене сăнаса тăрассине 15 лесничество территоринче йĕркеленĕ. Вĕсен шутне Абзелил, Белокатай, Белорецк, Бурзян, Дуван, Инзер, Кананикольск, Кугарчă, Караидель, Нуриман, Макарово, Салават, Ĕпхÿ, Учалă тата Янаул лесничиствисем кĕреççĕ. Вĕсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 3,2 млн гектарпа танлашать, пĕлтĕрхинчен 35 % нумайрах. Дуван, Караидель тата Нуриман лесничиствисенче пĕр вĕçĕмсĕр яланах космос мониторингне ирттереççĕ.

Космосран сăнани закона пăсса вăрман касакансене вăхăтра тупса палăртма май парать тесе ăнлантарнă Вăрман хуçалăх министерствинче. Çавăн пекех вăрман фончĕ мĕнле упраннине пăхса тăма, пушарсене вăхăтра асăрхама пулăшать. Çÿлтен сăнаса тăмалли квотăна Раççей вăрман хуçалăхĕ пайласа парать.
2020 çулта республикăри вăрмансене космос мониторонгне ирттерессине 10 лесничествăра 2,1 млн гектар çинче (вăрман фончĕн 40 %) йĕркеленĕ. Тĕнче уçлăхĕнчен сăнаса тăни закона пăсса вăрман каснă пулăмсен пĕрре виççĕмĕш пайне тупса палăртма май панă. Иртнĕ çулта янтă вăрмана хапсăнакансем сакăр уйăх (январь-август) хушшинче 4,4 пин кубла метр йывăç вăрласа хатĕрленĕ. Çакă 2019 çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан икĕ хут сахалрах.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: