Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
21 Нарӑсӑн 2021, 14:50

Тăван чĕлхе пĕр çемьене пухать

Пелепей хулинчи Урал Батыр наци культурисен центрĕнче çак кунсенче Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне халалласа савăнăçлă уяв иртрĕ. Ăна чăваш центрĕ «Илем» халăх ансамблĕпе пĕрле йĕркеленĕ. Пуçаруçи - Нина Никитина чăваш хастарĕ. Сăмах май каласан, çак уяв кăшăлвирус пандемийĕ пуçланнăранпа куçа-куçăн тĕл пулса иртнĕ пĕрремĕш тĕлпулу пулчĕ.

Сехет ытла тăсăлнă мероприяти кăмăллă та ăшă лару-тăрура иртрĕ. Пухăннисен умĕнче Пелепей районĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕ Владимир Яковлев, Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Пелепей тăрăхĕнчи филиалĕн ертÿçи Рудольф Павлов çыравçă, хулари «Айгуль» 1-мĕш ача сачĕн воспитателĕ Марина Кулякова, «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов тухса сăмах каларĕç. Кашниех тăван чĕлхене упраса хăварас тата аталантарас ĕçре хальхи вăхăтра мĕнлерех мелсемпе усă курнине, çак ĕçре çемье пысăк витĕм кÿнине, пĕр шкул çине çеç шанни вырăнсăр пулнине палăртрĕç.
«Илем» ушкăн хастарĕсем чăваш халăх поэчĕн Юрий Сементерĕн «Чăваш чĕлхине сăвапласа кĕвĕленĕ кĕлĕ» сăввине илемлĕ те чуна пырса тивмелле вуларĕç тата хăйсен юрри-ташшипе уяв каçне пухăннă халăхăн кăмăлне çĕклерĕç, ăшă туйăмсем парнелерĕç.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: