Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
22 Нарӑсӑн 2021, 16:14

Ĕпхÿре çуралнă çыннăн çĕнĕ ячĕ – Президент Россия

Вăтăр тăххăрти хĕрарăм хайĕн хушамачĕпе ятне улăштарнă. Малашне ăна паспорчĕ çинче çырнă тăрăх, Президент Россия Викторовна тесе чĕнмелле.

Вăтăр тăххăрти хĕрарăм хайĕн хушамачĕпе ятне улăштарнă. Малашне ăна паспорчĕ çинче çырнă тăрăх, Президент Россия Викторовна тесе чĕнмелле.
Вăл Ĕпхÿре çуралнă, хальхи вăхăтра Тутарстанри Зеленодольск хулинче пурăнать тесе пĕлтернĕ Mash Iptash телеграм-канал. Маларах ăна Ирина Викторовна тенĕ, çĕнĕ ятпа хĕрарăм документсене 2020 çулхи июнь уйăхĕнче алла илнĕ.
Сăмах май каласан, Россия хăй вăхăтĕнче çемьеллĕ пулнине, анчах та каярах мăшăрĕпе уйрăлса ашшĕ-амăшĕ патне пурăнма таврăннине палăртмалла. Хальхи вăхăтра вăл фрилансер пулса тăрăшать, ирĕклĕ ĕç туса вăхăта ирттерет, ахаль панельлĕ çуртра пурăнать. Президентăн амăшĕ хĕрĕ тунă утăма ырламасть.
Нумаях пулмасть Президент Россияна юраман вырăнта табак туртнăшăн штраф тÿлемелле тунă. Ăна унăн чаплă хушамачĕпе ячĕ те çак пăтăрмахран çăлса хăварайман.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: