Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
22 Нарӑсӑн 2021, 17:50

Пушкăртстанри çул хĕрринчи сервис пуçласа виçĕ çăлтăра тивĕçнĕ

Чишма районĕнчи М-5 "Урал" федераллă аслă çул хĕрринче вырнаçнă хăна çурчĕ, Пушкăртстанри çул çинчи сервис объекчĕсем хушшинче, пуçласа виçĕ çăлтăрлă категорине кĕнĕ. Çакăн çинчен ПР суту-илÿ министерĕ Алексей Гусев пĕлтернĕ. Хăна çурчĕсене бал системипе хак панă. Унта пулĕмсен шутне, ĕçлекенсем хăйсен тивĕçне мĕнле пурнăçланине тата пулăшу паракан учрежденин шайне шута илнĕ.

Чишма районĕнчи М-5 «Урал» федераллă аслă çул хĕрринче вырнаçнă хăна çурчĕ, Пушкăртстанри çул çинчи сервис объекчĕсем хушшинче, пуçласа виçĕ çăлтăрлă категорине кĕнĕ. Çакăн çинчен ПР суту-илÿ министерĕ Алексей Гусев пĕлтернĕ. Хăна çурчĕсене бал системипе хак панă. Унта пулĕмсен шутне, ĕçлекенсем хăйсен тивĕçне мĕнле пурнăçланине тата пулăшу паракан учрежденин шайне шута илнĕ.
Пушкăртстанра аслă çулсем хĕрринче пулăшу паракан сферăна комплекслă аталантарасси чи малтанхи пурнăçа кĕртмелли тĕллевсенчен пĕри пулса тăрать.
- Республикăри Суту-илÿ министерстви çул хĕрринче пулăшу паракан сферăна аталантармалли Концепцине хатĕрлени инвестици калăпăшне ÿстерме пулăшрĕ,- тенĕ Алексей Гусев.- Енчен те 2019 çулта çак ĕçе тума 145 млн тенкĕ инвестици хывнă пулсан, 2020 çулта тăвата уйăхра, Концепцине йышăннă хыççăн, 5,5 млрд тенкĕ нухрат явăçтарма май килнĕ. Мĕншĕн тесен Концепцинче камран мĕн килнине, кам мĕншĕн яваплине тата ĕçе пĕтĕмĕшле мĕнле пурнăçламаллине тĕплĕн те ăнланмалла çырса кăтартнă. Пуçланă «вăййа» пурте тухăçлă вĕçне çитересшĕн – влаçрисем те, инвесторсем те.
Çак Концепципе килĕшÿллĕн 2024 çул тĕлне çул хĕрринчи сервис объекчĕсен шучĕ Пушкăртстанра икĕ хут ÿсмелле, киввисене паянхи кун ыйтнине пăхса çĕнетмелле. Çавăн пекех республикăра аталанун тĕп схемине туса хатĕрленĕ. Унта çул хĕрринчи сервис валли çĕр лаптăкĕсем уйăрмалли вырăнсене палăртнă. Асăннă схемăна автотранспорт йышлă çÿрекен çулсемпе вĕсемпе пĕрлешекен вырăнсем çеç кĕнĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: