Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
24 Нарӑсӑн 2021, 13:43

Ирина Сухарева Г. Ибрагимов премине тивĕçнĕ

Çак кунсенче Авăркас районĕнче муниципаллă район Канашĕн улттăмĕш ларăвĕ иртнĕ. Шăпах çак ларура Авăркас районĕн пултаруллă çыннисене 2020 çулхи çитĕнÿсемшĕн тĕрлĕ наградăсем парса чысланă.

Çак кунсенче Авăркас районĕнче муниципаллă район Канашĕн улттăмĕш ларăвĕ иртнĕ. Шăпах çак ларура Авăркас районĕн пултаруллă çыннисене 2020 çулхи çитĕнÿсемшĕн тĕрлĕ наградăсем парса чысланă.
Сумлă наградăсене тивĕçнисен шутĕнче «Урал сасси» хаçатăн çывăх тусĕ, чăваш Нукасак ялĕнче çуралса ÿснĕ истори наукисен докторĕ, Пушкăрт патшалăх медицина университечĕн профессорĕ Ирина Витальевна Сухарева та пур. Пушкăртстан чăвашĕсен историне тĕпчес тата Пушкăртстан Республикинчи халăхсен йăли-йĕркипе наци культурине упраса хăварас тĕлĕшпе наукăпа тĕпчев ĕç-хĕлне пысăк тÿпе хывнăшăн И.В. Сухаревана Галимзян Ибрагимов ячĕллĕ преми лауреачĕн Хисеп паллипе удостоверенине тата преми парса чысланă. Ирина Витальевнăна сумлă наградăна тивĕçнĕшĕн чунтан саламлатпăр, чăваш халăхĕшĕн тата та нумай парахтарлă ĕç тума, çĕнĕ шухăшсемпе çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртме çирĕп сывлăх, хавхалануллă кăмăл-туйăм сунатпăр.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: