Урал сасси
-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
24 Нарӑсӑн 2021, 14:35

Кăçал «Вилĕмсĕр полк» акци епле иртĕ-ха?

Пушкăртстан Правительствин Çуртĕнче «Раççейри Вилĕмсĕр полк» регионти штабăн ларăвĕ иртнĕ. Унта республикăра тата Ĕпхÿ хулинче май уйăхĕн 9-мĕшĕнче Вилĕмсĕр полк утнине йĕркелес ыйтăва сÿтсе явнă.

Пушкăртстан Правительствин çуртĕнче «Раççейри Вилĕмсĕр полк» регионти штабăн ларăвĕ иртнĕ. Унта республикăра тата Ĕпхÿ хулинче май уйăхĕн 9-мĕшĕнче Вилĕмсĕр полк утнине йĕркелес ыйтăва сÿтсе явнă.
Иртнĕ çул кăшăлвирус пандемине пула акци яланхи йĕркепе иртеймен. «Вилĕмсĕр полк» утнине виртуаллă ирттернĕ. Çынсем Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннă тăванĕсен анкетисене polk02.ru портал çинче вырнаçтарнă. Паттăрсен сăн ÿкерчĕкĕсене БСТ телеканал тата медиаэкрансем çинче кăтартнă.
Кăçал акци тулли масштаблă йĕркепе иртĕ. Ларура Вилĕмсĕр полка хутшăнакансем ăçта пуçтарăнмаллине, колоннăна йĕркелесси, мĕнле маршрутпа иртессине сÿтсе явнă. Паттăрсен сăн ÿкерчĕкĕсене йăтса колонна Октябрь проспектĕнче Галле урамĕпе Шота Руставели урамĕсем хĕресленнĕ вырăнтан тапранать. Çавăн пекех республикăн пур муниципалитечĕсенче Вилĕмсĕр полк колоннине йĕркеленĕ чух вăхăтлăх нормисене кĕртесси, Шăплăх минучĕ тата республикипе колоннăсем хăш вăхăтра тапранса каясси пирки йышăнусем тунă.
Читайте нас: