Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
24 Нарӑсӑн 2021, 13:45

«Сарпи» ушкăн юбилее йыхравлать

Вăхăт ытла та хăвăрт чупать. Ĕнерхи куна паян çĕнетет, ыранхине вара… Çакна нимĕнле вăй та, пурнăç саккунĕ те улăштараймасть. Пурте хăй черечĕпе пырать. Апла пулин те «Сарпи» эстрадăпа фольклор ансамблĕ 20 çул тултарчĕ тенине ĕненес те килмест, анчах чăнлăха хирĕç каяймастăн.

Вăхăт ытла та хăвăрт чупать. Ĕнерхи куна паян çĕнетет, ыранхине вара… Çакна нимĕнле вăй та, пурнăç саккунĕ те улăштараймасть. Пурте хăй черечĕпе пырать. Апла пулин те «Сарпи» эстрадăпа фольклор ансамблĕ 20 çул тултарчĕ тенине ĕненес те килмест, анчах чăнлăха хирĕç каяймастăн. Çак тапхăрта профессиллĕ ушкăн хайĕн пултарулăхĕпе мĕн чухлĕ куракана савăнтармарĕ-ши, Раççейри миçе ял-хулана çитмерĕ-ши? Малашнехи планĕсем те вĕсен çутă та таса, анлă та вăрăм пулччăр.
Март уйăхĕн 5-мĕшĕнче вара «Сарпи» ушкăна юратакансем унăн юбилей каçне çитсе курма пултараççĕ. Вăл Çтерлĕри патшалăх театрпа концерт пĕрлешĕвĕн керменĕнче (Ленин урамĕ, 30 «В» çурт) иртет. Кану каçĕ 19.00 сехетре пуçланать. Пурне те хапăл туса кĕтетпĕр.
Читайте нас: