Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Новости
24 Нарӑсӑн 2021, 19:00

Çулталăка çитмен пепкесем вилесси чакнă

Пушкăртстанра 2020 çулта çулталăка çитмен 237 ача вилнĕ. Росстат пĕлтернĕ тăрăх, 2019 çулхипе танлаштарсан пепкесем вилесси сахалланнă – ун чухне 12 уйăхра 256 тĕслĕхе шута илнĕ.

Пушкăртстанра 2020 çулта çулталăка çитмен 237 ача вилнĕ. Росстат пĕлтернĕ тăрăх, 2019 çулхипе танлаштарсан пепкесем вилесси сахалланнă – ун чухне 12 уйăхра 256 тĕслĕхе шута илнĕ.
Республикăра пĕчĕк ачасем вилесси çуралнă 1 пин пепке пуçне 5,7-пе тÿр килет. Çакă вăл 2019 çулхи çав тапхăртинчен 10,5 процент сахалрах.
2020 çул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх ача çураласси те чакнă. Январь - декабрь уйăхĕсенче 41180 пепке çут тĕнчене килнĕ. Çулталăк маларах 851 ача ытларах пулнă – 42031-пе танлашнă.
Маларах Росстат Пушкăртстанра халăх шучĕ чакнине пĕлтернĕччĕ, 2019 çулхине илсе пăхсан 2,6 хут ÿснĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: