Урал сасси
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
24 Нарӑсӑн 2021, 13:48

Çырмалла, сĕнмелле…

Иртнĕ эрнере Ишимбай хулинче Наци культурисен центрĕнче «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн ларăвĕ иртрĕ.

Иртнĕ эрнере Ишимбай хулинче Наци культурисен центрĕнче «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн ларăвĕ иртрĕ.
Шел пулин те, çак мероприятие литпĕрлешÿ пайташĕсем сахал пуçтарăнчĕç. Çакна пĕрлĕх ертÿçи Микул Ишимбай çыравçă кăшăлвирус инфекцийĕпе çыхăнтарчĕ. Вăлах кулленхи ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ, пандемине пула çулталăк хушшинче нимĕнех те туманнине палăртрĕ. Чăн та, сăмах ăстисем хушшинче çĕнĕ кĕнекесем кăларакансем те пулнă, анчах та халăхпа тĕл пуласси пачах пăчланнă. Николай Демьянович малашне çак ыйту çине ытларах тимлĕх уйăрма ыйтрĕ. Çавăн пекех ертÿçĕ хăш-пĕр ĕçсене тишкернĕ май, чĕлхери сăмахсен тĕшшине ăнланса вырăнлă усă курмаллине, калас шухăша уçăмлă палăртмаллине асăрхаттарчĕ. «Рифма тăвап тесе сăмах купи çырма кирлĕ мар», - терĕ вăл. Ытларах çакăн пек тĕслĕхсене интернетри социаллă сетьсенчи ушкăнсенче курма пулать иккен.
Салават хулинчен килнĕ сакăр вуннăран иртнĕ Аляккав Саньки (Александр Михайлов) тĕпчевçĕ-çыравçă хамăртан уйрăлса кайнă шуратăлçăсене манмалла маррине аса илтерчĕ. Вĕсем паянхи кун 30 ытла çынна çитеççĕ. Александр Парфирьевич асăну каçĕсене йĕркелеме сĕнчĕ. Çак ыйтăва хускатнă май пиртен уйрăлнă сăмах ăстисен вил тăприйĕсене те пăхса тăмалла текен шухăш çуралчĕ. Мĕншĕн тесен хăшĕ-пĕрисен ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă вырăнĕсем тивĕçлĕ шайра мар, çум курăк айне путнисем те пур.
Авăркас районĕнчи Иван Ефимов чăваш наци академикĕ Гурий Комиссаров ыйтăвне (унăн ÿт-пÿне Киров облаçĕнчен илсе килсе Чăваш Енре тăван ялĕнче пытарасси) хускатрĕ. Ку енĕпе лав вырăнтан тапранман-ха, хальлĕхе чăваш хастарĕсемпе влаçсем пĕр-пĕрин патне çырусем çырнипе çеç çырлахнă. Тем тесен те, пуçланă ĕçе вĕçне çитересчĕ.
Çыравçăсем «Тăван Атăл» журналпа çыхăну тытас ыйтăва та çĕклерĕç. «Шуратăл» ертÿçи Микул Ишимбай кăларăм пиçсе çитнĕ, вулакана тыткăна илекен тарăн шухăшлă хайлавсене яланах йышăнма хатĕррине палăртрĕ. Апла пулсан хатĕр ĕçсене Шупашкара ярса пама именсе тăмалла мар. Çырмалла, сĕнмелле, хамăр мĕн пултарнине кăтартмалла. Çавăн чухне çеç тунă ĕç курăмлă та вырăнлă пулĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: