Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
25 Нарӑсӑн 2021, 20:05

Çÿп-çапа уйăрса пуçтарма 1967 контейнер лапамĕ хатĕрленĕ

Паянхи кун тĕлне Пушкăртстанра кил-çуртри хытă каяша уйăрса пухма контейнерсем вырнаçтармалли 1967 лапам хута янă тесе пĕлтернĕ ПР çутçанталăк тата экологи министрĕ Урал Искандаров коллеги ларăвĕнче.

Паянхи кун тĕлне Пушкăртстанра кил-çуртри хытă каяша уйăрса пухма контейнерсем вырнаçтармалли 1967 лапам хута янă тесе пĕлтернĕ ПР çутçанталăк тата экологи министрĕ Урал Искандаров коллеги ларăвĕнче.
Пĕтĕмĕшле вара республикăра 20 144 контейнер лапамĕнче 54 487 контейнер вырнаçтарнă. Министр каланă тăрăх, икĕ çул хушшинче çÿп-çап реформи пуçланнăранпа контейнер лапамĕсем йĕркелесси тата контейнерсем туянасси малтанхи пуçламăш тапхăрпа танлаштарсан 2,5 хут ÿснĕ. Хальлĕхе муниципалитетсене контейнер лапамĕсемпе тивĕçтересси 75 процентпа танлашать, çÿп-çап контейнерсемпе - 79 процент.
- Кăçал çак кăтартăва 90 процента çитермелле,- тенĕ Урал Искандаров.
Çавăн пекех вăл кил-çуртри хытă каяша уйăрса пухасси 70 процент пулмаллине палăртнă. Хальхи вăхăтра çак кăтарту республикăра 37 процентпа танлашать. Паянхи кун тĕлне регионти 30 муниципалитетра каяша уйăрса уйрăм пухассине пурнăçлама пуçланă.
Маларах влаçсем 2024 çул тĕлне кил-çуртри хытă каяша пĕтĕмпех уйăрса пухма пуçламаллине пĕлтернĕччĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: