Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
25 Нарӑсӑн 2021, 23:10

Ĕпхÿ тĕнчери волонтерсене йышăнĕ

2021 çулхи сентябрь уйăхĕнче Пушкăртстанăн тĕп хулинче тĕнчери волонтерсен лагерĕ ĕçлеме пуçламалла. Çакăн çинчен республикăри Çамрăксен политики тата спорт министерствин коллегин анлă ларăвĕнче волонтер центрĕсен ассоциаци канашĕн председателĕ Артем Метелев пĕлтернĕ.

- Лагере Раççей регионĕсенчи тата ют çĕршывсенчи çамрăксем пухăнĕç,-тенĕ Артем Метелев.- Вăл 14 куна тăсăлмалла: ыйтусене пĕр эрне онлайн тата теприне офлайн мелĕпе сÿтсе явĕç.
Пĕрремĕш пайĕнче хăйсен ирĕкĕпе ырă ĕçсем тума кăмăл тунисем теори вĕренĕç, иккĕмĕшĕнче практика иртĕç.
- Пирĕн волонтерсем хăйсен аллипе мĕн те пулсан тунине курас килет. Сăмахран, эпир историпе культура еткерне упрасси тата культура учрежденисене пулăшасси пирки калатпăр. Республикăра палăксем питĕ нумай, çавăнпа та волонтерсем хăйсем хыççăн мĕн те пулсан ыррине хăварсан кăсăк та кăмăллă пулмалла,- ăнлантарса панă Артем Метелев.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: