Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Новости
26 Нарӑсӑн 2021, 00:20

Борис Беляева должноçри полномочипе картран иртсе усă курнăшăн тытса чарнă

Раççей Следстви комитечĕн республикăри управленийĕ Пушкăртстан правительствин вице-премьерне, çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх министрне Борис Беляева должноçри полномочипе картран иртсе усă курнăшăн тытса чарнине официаллă майпа çирĕплетнĕ. Уголовлă ĕçе управленин уйрăмах пысăк тĕпчевсемпе ĕçлекен пĕрремĕш уйрăм тишкерет.

Криминалистсем ăнлантарса панă тăрăх, 2017 çулта Борис Беляев Кумертау хула мэрĕнче ĕçленĕ чухне Маячный поселокĕнче патшалăх контракчĕпе 95 млн тенкĕлĕх тасату сооруженийĕ тунă хыççăн объекта кирлĕ пек хута яман. Çавна пулах тасатнă шыв тасалăхне тĕрĕсленине çирĕплетекен документ та пулман, объектпа усă курма та май килмен.
Следстви комитечĕн Пушкăртстанри управленин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, республика правительствин хальхи вице-премьерĕ закона пăсса объекта йышăнни çинчен калакан акта алă пусса çирĕплетнĕ, унпа усă курма ирĕк панă. «Çав вăхăтрах асăннă тасату сооруженийĕ паянхи кун та ĕçлемест, вăл усă курма юрăхсăр. Преступленилле ĕç тунине пула регион бюджетне 95 млн тенкĕ ытла сиен кÿнĕ»,- тесе çырнă ведомствăн официаллă çырăвĕнче.
Çывăх вăхăтра Борис Беляева мĕнле майпа ирĕксĕр хăвармалли мерăна суйласа илĕç. Следовательсем çак преступлениллĕ ĕçе ытти çынсем те хутшăннипе хутшăнманнине уçăмлатма тĕллев лартнă.
Маларах çак ĕçпех ПР сторительство тата архитектура министрне Рамзиль Кучербаева тытса чарни, хальхи вăхăтра ăна килĕнче ирĕксĕр хăварса тытни çинчен пĕлтернĕччĕ.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: