Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
26 Нарӑсӑн 2021, 12:00

«Пушкăртстанăн чи лайăх таварĕ»

Республикăра «Пушкăртстанăн чи лайăх таварĕ» черетлĕ конкурс çула тухнă. Унта кирек мĕнле тавара та тăратма юрать: халăх валли кăларакан апат-çимĕç, промышленность таварĕсем, производствăпа техника продукцийĕ тата тĕрлĕ сферăра пулăшу ĕçĕсем парасси. Çавăн пекех менеджмент ĕçĕнче хальхи мелсемпе усă куракан предприятисем валли «Чи лайăх менеджмент пахалăхĕн системи» тата «Пахалăх енĕпе чи лайăх менеджер» конкурссем иртĕç.

Республика шайĕнче лауреатсен ятне тивĕçнисем хăйсен ĕçне кăтартса дипломсемпе логотипсем илнисĕр пуçне «Раççейри чи лайăх 100 тавар» конкурса хутшăнма пултараççĕ. Сăмахран, иртнĕ çул Пушкăртстанри 33 предприяти çак программăра лауреатсемпе дипломантсем пулса тăнă. Пушкăртстан Республики 2020 çулта ăмăртăва хутшăннă 60 регион хушшинче иккĕмĕш вырăн йышăннă.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: