Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
26 Нарӑсӑн 2021, 14:50

«Тăхта. Суррогат» программăна хутшăнса икшер пин тенкĕллĕ пулнă

Иртнĕ çул Пушкăртстанра пурăнакан 48 çын «Тăхта. Суррогат» программăпа килĕшÿллĕн икшер пин тенкĕ хавхалантару укçине тивĕçнĕ.

Иртнĕ çул Пушкăртстанра пурăнакан 48 çын «Тăхта. Суррогат» программăпа килĕшÿллĕн икшер пин тенкĕ хавхалантару укçине тивĕçнĕ. Вĕсем алкоголь сутакан точкăсем пирки йĕрке хуралçисене шăнкăравласа хыпарланă. Кун пирки ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн ларăвĕнче парламентăн вице-спикерĕ Рустем Ахмадинуров пĕлтернĕ.
Доклад тăваканăн сăмахĕсем тăрăх, алкоголь шĕвекĕсене вăрттăн сутакансемпе (бутлегерсем) кĕрешессипе çыхăннă программăна 2020 çулта хута янă. «Хĕрÿ линие» суррогат алкоголь туса сутни çинчен 1600 хыпар килнĕ. Суту-илÿ министерствин специалисчĕсем 750 ытла рейд ирттернĕ, пилĕк пин единица пурнăçшăн хăрушă ĕçме туртса илнĕ. Рустем Ахмадинуров пĕлтернĕ тăрăх, «Тăхта. Суррогат» программа малалла та ĕçлĕ, ăна пурнăçа кĕртме республикăри Шалти ĕçсен министерстви пулăшса пырĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: