Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
26 Нарӑсӑн 2021, 14:55

Ял хуçалăх продуцине туса кăларассин индексĕ 3,1 % ытла ÿснĕ

Пушкăртстанра 2020 çулта ял хуçалăх продуцине туса кăларассин индексĕ 103,1% танлашнă. ПР Ял хуçалăх министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, асăннă кăтартупа республика пуçлăхĕ Радий Хабиров эрнесерен иртекен оперативлă канашлу вăхăтĕнче паллаштарнă.

Официаллă кăтартусем тăрăх, иртнĕ çулта ял хуçалăх продукцийĕн производствин калăпăшĕ 189,6 млрд тенкĕпе танлашнă, çакă 2019 çулхинчен 11,2% нумайрах.
ПР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, кăтартусен ÿсĕмне тыр-пул культурин тухăçĕ пысăк пулни те (4 миллион тонна ытла) витĕм кÿнĕ. Экспертсем произодство ÿснине минераллă им-çамсемпе усă курнипе, пысăк пахалăхлă вăрлăхсем(элитный) акнипе тата пысăк тухăçлă ял хуçалăх хатĕрĕсемпе, техникăпа усă курнипе çыхăнтараççĕ. Унсăр пуçне пысăк тухăç илме вăрлăхсене им-çамлани те пулăшать. Çавна май çурхи акана хатĕрленме янă пĕр тенкĕ укçа та çухалмасть
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: