Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Новости
27 Нарӑсӑн 2021, 16:50

Бюджета çĕр айĕнчи пуянлăхшăн тÿлесси ÿсет

Кашни çулах Пушкăртстанра çĕр айĕнчи пуянлăхпа усă курнăшăн бюджета тÿлекен укçа-тенкĕ виçи ÿссе пырать.

Кашни çулах Пушкăртстанра çĕр айĕнчи пуянлăхпа усă курнăшăн бюджета тÿлекен укçа-тенкĕ виçи ÿссе пырать.
ПР çут çанталăкпа усă куракан тата экологи министрĕ Урал Искандаров пĕлтернĕ тăрăх, 2020 çулта вырăнти çĕр айĕнчи пуянлăхăн запасне тĕпчесе патшалăх экспертизи ирттернĕшĕн республика хыснине 2,28 млн тенкĕ кĕнĕ. Çавăн пекех çĕр айĕнчи пуянлăхпа усă курнăшăн бюджета пĕр хут тата патшалăх пошлини тÿленĕ укçа-тенкĕ виçи 50 млн тенке çитнĕ.
Иртнĕ çул çĕр айĕнчи пуянлăха кăларнăшăн тÿленĕ налог виçи 167,6 млн тенкĕпе танлашнă, 2019 çулта 132,3 млн тенкĕ пулнă. Шăпах икĕ çул каялла Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров çĕр айĕнчи пуянлăхпа усă курнăшăн тÿлекен налог калăпăшĕ ÿснипе çак отрасльте йĕрке тума пуçланине асăрхаттарнăччĕ.
Республикăра çĕр айĕнчи пуянлăха кăларакансен тата ăна сутакансен Пĕрлĕхлĕ автоматизациленĕ информаци системине йĕркелессипе ĕçсем малалла пыраççĕ. Асăннă системăна 2019 çулта хута янă. Паянхи кун унта çĕр айĕнчи пурлăхпа усă куракан 170 предприятине тата 268 лицензи панине шута илнĕ. 2021 çулхи январь уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне пĕрлĕхлĕ системăра 640 суту-илÿ тунă операцине палăртнă.
Тĕрĕслемен çăлкуçсем пĕлтернĕ тăрăх, патшалăх балансĕн запасне кĕрекен çĕр айĕнчи пуянлăхпа усă курмалли вырăнсен шучĕ республикăра 750 çитет.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: