Урал сасси
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
27 Нарӑсӑн 2021, 19:30

Пелепейĕнче полицейски ватă çынна çăлса хăварнă

Пушкăртстанра участокри полици инспекторĕ пушар вăхăтĕнче ватă çынна çăлса хăварнă. Пăтăрмах Пелепей хулинче пулса иртнĕ тесе пĕлтерет ПР Шалти ĕçсен министерствин пресс-служби.

Пушкăртстанра участокри полици инспекторĕ пушар вăхăтĕнче ватă çынна çăлса хăварнă. Пăтăрмах Пелепей хулинче пулса иртнĕ тесе пĕлтерет ПР Шалти ĕçсен министерствин пресс-служби.
Полици уйрăмне хулари Ленин урамĕнчи лавккара пушар тухни çинчен хыпарланă. Суту-илÿ вырăнĕ пурăнмалли çуртăн пĕрремĕш хутĕнче вырнаçнă пулнă. Вут-çулăм электричество пралукĕнчен тухма пултарнă тесе шутлаççĕ. Тĕтĕм аялтан çулти хваттерсене сарăла пуçланă. Инкек сиксе тухнă вырăна Константин Корольков полици капитанĕ килсе çитнĕ. Урамра полицейскине куршĕсем пĕр хваттерте 86 çулхи ватă хĕрарăм пулма пултарнине пĕлтернĕ. Арçын пушар сÿнтерекенсемпе иккĕмĕш хута хăпарнă, шăнкарав парса хваттер алăкне уçтарма хăтланнă, анчах та никам та сас паман. Ун хыççăн вăл алăка хирсе уçма шут тытнă. Хваттере кĕрсен йĕрке хуралçи пĕр пÿлĕмре вырăн çинче выртакан ватă çынна асăрханă. Вăл тăнне çухатнă пулнă. Пакунлă çын ăна алă çинче йăтса урама илсе тухнă, тухтăрсен аллине панă.
Хальхи вăхăтра кинемейшĕн нимĕнле хăрушлăх та çук. Константин Корольковăн ырă та паттăрла ĕçне унăн ĕçтешĕсем çеç мар, Пелепей районĕнчи полици уйрăмĕн Обществăлла канашĕ те пысăка хурса хак панă. Çывăх вăхăтра вĕсем ăна тивĕçлĕ чыслама палăртаççĕ.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: