Регионти суд системи иртнĕ çулта 1 миллион та 95 пин те 540 ĕç пăхса тухнă. Çакă 2019 çулхинчен 4,6 % нумайрах пулнине çирĕплетнĕ Пушкăртстан Республикин Аслă сучĕн председателĕ Земфира Латыпова иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетекен семинар канашлура.
- Мĕнпур ĕçсен хисепĕнчен 784 113 материала (71,6 %) мировой судьясем пăхса тухса йышăну тунă. Районсемпе хуласенчи судсем 283 113 ыйтăва татса панă, Пушкăртстан Республикин Аслă сучĕ – 28 318. Судсенче гражданла ĕçсене пăхса тухасси 4,7 % чакнă, административлисем 29% ÿснĕ. Çавăн пекех административлă право йĕркине пăснă тĕслĕхсем 17% нумайрах пулнă, кунта «кăшăлвирус» тата уголовлă ĕçсене пула 9,5 % ÿснине палăртмалла,- паллаштарнă Земфира Латыпова статистика кăтартăвĕсемпе.
Пĕтĕмĕшле ĕçри тиевпе (нагрузка) Пушкăртстанри судсем Раççейри 85 регион хушшинче 4-мĕш вырăн йышăнаççĕ, 2019 çулта виççĕмĕш пулнă.
- Ĕçри тиев административлă йĕркене пăснă ĕçсене пăхса тухакан район шайĕнчи судьясен çеç ÿснĕ – 2,6 процентран 15,3 процента çити, кăшăлвирус пандемийĕпе çыхăннă материалсене пула. Ытти ĕçсемпе мировой судьясен те, район звенинчисен те чакнă,- тесе ăнлантарнă республикăн тĕп судйи.
Статистика анализĕ 2020 çулта регионти судсем 21 700 уголовлă ĕçе вĕçне çитернине кăтартса парать. Çакă 2019 çулхинчен 1700 ĕç сахалрах, урăхла каласан 7 процент.
- Уголовлă ĕçсемпе тиеве илсе пăхсан эпир Атăлçи федераллă округра пĕрремĕш, Раççейĕпе вуннăмĕш вырăнта пыратпăр. Çак кăтарту 2016 çултанпа тытăнса тăрать. Чи нумай уголовлă ĕçсем пăхса тухнисен шутне Çтерлĕ хула сучĕ – 1155, Ĕпхÿ хулинчи Октябрьски район сучĕ – 714, Калинин, Киров,Советски районсен кашнийĕн - 500 ытла, Орджоникидзевски район, Октябрьски, Нефтекамск, Салават хула сучĕсем – 400-шер ытла кĕреççĕ,- пĕлтернĕ ПР Аслă сучĕн председателĕ суд статистикине тата практикине хак пана май.