Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
27 Нарӑсӑн 2021, 18:30

Республикăра пенсин вăтам виçине палăртнă

2021 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра пенсин вăтам виçи 15 256 тенкĕпе танлашнă. Çакă çулталăк каяллахи кăтартусене илсен 837 тенкĕ нумайрах тесе пĕлтернĕ Пушкăртстат.

2021 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра пенсин вăтам виçи 15 256 тенкĕпе танлашнă. Çакă çулталăк каяллахи кăтартусене илсен 837 тенкĕ нумайрах тесе пĕлтернĕ Пушкăртстат.
Тивĕçлĕ канури çынсен шучĕ 1,190 миллионтан 1,175-ке çити чакнă.
Пушкăртстанри пенсионерсен ытларах пайĕ,1.077млн çын, страхлав пенсине илеççĕ. Унăн вăтам виçи хальхи вăхăтра регионта 15 714 тенкĕпе танлашать. Иртнĕ çулхи çулталăк пуçламăшĕнчен 866 тенкĕ ытларах.
98 пин çыннăн пенсин вăтам виçи 10 242 тенке çитнĕ тесе комментари панă республикăри статистика ĕçченĕсем.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: