Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
28 Нарӑсӑн 2021, 15:30

Асăрханăр, кашкăрсем алхасаççĕ

Абзелил районĕнче лаша кĕтĕвĕ çине кашкăрсем тапăнса çулталăк çурăри кĕсрене суранлатнă: хыçалти пĕççине тата малти ури айне тарăн çурса янă. Çакăн пирки «Башкортостан» патшалăх телерадиокомпанийĕ вырăнти пĕр çын каласа панă тăрăх пĕлтернĕ. Пулса иртнине видеоролик çине те ÿкернĕ.

Видео ÿкерекен каланă тăрăх, хальхи вăхăтра суранланнă лаша хăйне йĕркеллех туять. Çав вăхăтрах социаллă сетьсемпе усă куракансене юлашки вăхăтра йытăсемпе килти выльăхсем çине кашкăрсем тăтăшах тапăнни канăç памасть.
Февраль уйăхĕн пуçламăшĕнче кашкăрсем Баймак районĕнчи Мерясово ялĕнче тăватă килти йытта туртса çурнăччĕ. Инкек пулса иртнĕ пĕр саманчĕ видиосăнав камерине те лекнĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: