Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
28 Нарӑсӑн 2021, 16:40

«Манăн бизнес» центрăн черетлĕ офисĕ

Пушкăртстанра март уйăхĕн 2-мĕшĕнче «Манăн бизнес» («Мой бизнес») центрăн улттăмĕш офисĕ уçăлать. Хальхинче Çтерлĕ хулинче тесе пĕлтернĕ ПР Предпринимательство енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн пресс-служби.

Пушкăртстанра март уйăхĕн 2-мĕшĕнче «Манăн бизнес» («Мой бизнес») центрăн улттăмĕш офисĕ уçăлать. Хальхинче Çтерлĕ хулинче тесе пĕлтернĕ ПР Предпринимательство енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн пресс-служби.
Ведомствăра «Манăн бизнес» центрăн сечĕсем республикăра ÿссе пыни пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна пулăшмалли наци проекчĕн витĕмĕпе пурнăçланнине палăртнă. Çак проекта РФ Президенчĕ Владимир Путин хушнипе çырса хатĕрленĕ.
Халĕ «Манăн бизнес» центрăн тулли комплекслă пулăшăвĕпе усă курас тесен Çтерлĕ тата ун çывăхĕнчи районсенчи предпринимательсен Ĕпхĕве çÿремелле пулмĕ. Кунта предприниматель ĕçне пуçлакан çын «пĕр чÿрече» форматпа хăйне интереслентерекен ĕçе мĕнле уçмалли, тÿлевсĕр ООО е ИП регистраци иртмелли, татăлу (расчетный) счечĕ уçмалли тата бизнеспа çыхăннă ытти ыйтусем пирки консультаци илме пултарать.
Хальхи вăхăтра ĕçлекен пуçаруллă çынсене хăйсен профилĕпе пулăшу парĕç. Малалла вĕренме е патшалăх пулăшăвне илме ыйтса заявлени çырма май пур. Пурĕ центр 150 яхăн ыйтупа пулăшу пама пултарать.
Аса илтеретпĕр, нумаях пулмасть «Манăн бизнес» центрăн офисĕсем Кумертау тата Октябрьски хулисенче уçăлнăччĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: