Ĕпхÿ хулинчи полицейскисем хăйĕн тăван шăллĕн вилнĕ ÿтне хваттерте çур çул ытла тытнă пенсионера тытса чарнă. Кÿршисене вăл шăллĕ ĕçлеме кайнă тесе ĕнентернĕ. Çав вăхăтрах виле хваттерти пĕр пÿлĕмре пичĕпе аялалла пăхса выртнă.
Ĕпхÿ хулинчи полицейскисем хăйĕн тăван шăллĕн вилнĕ ÿтне хваттерте çур çул ытла тытнă пенсионера тытса чарнă. Кÿршисене вăл шăллĕ ĕçлеме кайнă тесе ĕнентернĕ. Çав вăхăтрах виле хваттерти пĕр пÿлĕмре пичĕпе аялалла пăхса выртнă.
Life.ru информаци портал пĕлтернĕ тăрăх, Ĕпхÿ пенсионерĕ, Алексей ятлăскер, инвалид пулнă. Вăл ăс-пуç чирĕпе чирленĕ, психика енче тĕрĕс-тĕкел пулман. Унсăр пуçне маларах ăна çын вĕлернĕшĕн судпа айăплани паллă.
Вилнĕ çыннăн ÿтне унăн тăван мар ывăлĕ тупнă. Алексей ăна хваттере кĕртмен, çавна пула çамрăк алăка çĕмĕрсе кĕнĕ. Çавăн пекех унăн тăван мар ашшĕн пăсăлнă ÿчĕ выртакан пÿлĕм алăкне те вăйпа уçма тÿр килнĕ.
Инкек пулса иртнĕ вырăна йĕрке хуралçисене чĕнсе илнĕ. Вĕсем ватă çынна паспортне илме хушнă, ун хыççăн ăна хваттерте мĕн пулса иртни çинчен каласа пама полици уйрăмне илсе кайнă. Вилнĕ çыннăн ачине те хăварман, ăна та полицине илсе çитернĕ.
Тытса чарнă чухне ватă çын ытларах хăйĕн хваттерĕнчи чĕрчунсемшĕн ытларах пăшăрханнă. Пенсионерăн килĕнче унпа пĕрле пысăк йытă тата унăн ултă çури, темиçе кушак пурăннă.
Кÿршĕсем каланă тăрăх, Алексейпа шăллĕ тăтăшах эрех-сăра сыпкалама юратнă. Вĕсемех юлашки вăхăтра çулланнă арçын подъездри урая белизнапа тĕплĕ çунине асăрханă. Анчах та никам та вăл хăйĕн хваттерĕнче вилнĕ çын ÿтне тытать тесе шутламан.
- Февраль уйăхĕн 27-мĕшĕнче Ĕпхÿ хулинчи Орджоникидзе районĕнчи Кольцевая урамри хваттерте 1968 çулта çуралнă арçыннăн виллине тупнă пирки следстви умĕнхи тĕрĕслев пырать. Хальхи вăхăтра пăтăрмах пулнă вырăна пăхса çаврăннă, свидетельсемпе инкеке курнă çынсене ыйтса пĕлеççĕ. Çын мĕн сăлтава пула вилнине пĕлме судпа медицина экспертизи тума палăртнă. Малтан пăхнă тăрăх, арçын ÿчĕ çинче суранланнă, хĕненĕ, хĕсĕрленĕ вырăнсем курăнмаççĕ. Тĕрĕслев хыççăн пĕтĕмлетÿ тăватпăр,- комментари панă РФ Следстви комитечĕн Пушкăртстанри следстви управленийĕ.