Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
1 Мартӑн 2021, 13:55

2021 çулта аграрисем 8‚7 пин ытла ăратлă выльăх туянма палăртаççĕ

Регионта ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансем кăçал сĕт паракан выльăх йышне çĕнетес ĕçе пуçăннă. Февраль уйăхĕн 25-мĕшĕнче Кармаскалă тăрăхĕнче вырнаçнă Курмаев фермер хуçалăхне Липецк облаçĕнчен 30 симменталлă ăратлă выльăх илсе килнĕ. Март уйăхĕнче Илиш районĕнчи «Урожай» хуçалăх Калининград облаçĕнчен 210 ăратлă шултра мăйракаллă выльăх туянма палăртать. Калтасă тăрăхĕнчи «Победа» ОООна вара Данинчен 136 пуç илсе килĕç. Чекмагуш районĕнчи «Базы» ООО ял хуçалăх предприяти çитес вăхăтра 66 ăратлă çамрăк выльăх туянма тĕллев лартнă.

- Пĕтĕмĕшле илсен‚ 2021 çулта республикăри ял хуçалăх предприятийĕсем çĕршыври тата чикĕ леш енчи селекцисенчен 8‚7 пин ытла тĕрлĕ йышши ăратлă выльăх туянма палăртаççĕ. Ытларах пайĕ‚ 8‚3 пин пуçĕ‚ шултра мăйракаллă выльăх шутланать. Çакна та палăртса хăвармалла‚ сĕт паракан выльăх йышне çĕнетни 2020 çулта ĕнесен тухăçлăхне 6061 кг çити (2019 çулта - 5563 кг) ÿстерме май пачĕ‚ – тенĕ Пушкăртстанри Ял хуçалăх министерствин пресс-службинче.
Астутаратпăр‚ регионта ăратлă çамрăк выльăх туянма патшалăх пулăшăвĕ параççĕ.
2020 çулта республикăри ял хуçалăх предприятийĕсем 6‚8 пин ытла шултра мăйракаллă çамрăк выльăх туяннă. Вĕсенчен 1859 пуçне чикĕ леш енчен (Германипе Данинчен‚ Финляндипе Чехинчен)‚ 2356-не Раççей Федераци субъекчĕсенчен (Свердловскпа Калининград‚ Ивановăпа Вологодск‚ Киров облаçĕсенчен тата Пермь крайĕнчен) илсе килнĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: