Урал сасси
+15 °С
Облачно
Новости
1 Марта 2021, 13:30

Арçын электропоезд айне лекнĕ

Иртнĕ эрнере, февраль уйăхĕн 24-мĕшĕнче, Ĕпхÿри чугун çул çинчи «Правая Белая» станцире вилĕмпе çыхăннă пăтăрмах пулса иртнĕ.

Иртнĕ эрнере, февраль уйăхĕн 24-мĕшĕнче, Ĕпхÿри чугун çул çинчи «Правая Белая» станцире вилĕмпе çыхăннă пăтăрмах пулса иртнĕ. Ун çинчен Пушкăртстан правительствин оперативлă канашлăвĕнче ПР Инкеклĕ лару-тăру патшалăх комитечĕн председателĕ Фарит Гумеров пĕлтернĕ.
- Арçын вилнĕ. Вăл электропоезд умĕн чугун çул урлă каçнă пулнă, - тенĕ вăл. Асăннă пулăмпа йĕрке хуралçисем тĕрĕслев ирттереççĕ.
Читайте нас