Урал сасси
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
1 Мартӑн 2021, 18:35

«Кашни шкул ачи Шаймуратов генерал çинчен спектакль курмалла»

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров регионти вĕрентÿпе культура министерствисене Шаймуратов генерал çинчен «Салават йăхĕсем чакмаççĕ» («Потомки Салавата не отступят») спектакле республикăри шкул ачисене кăтартма сĕннĕ.

«Ачасене спектакле стройпа илсе кайăр. Пуçа çавăракан ăпăр-тапăра пăхиччен кăшт макăрса илччĕр. Спектакльти кашни çыннăн ĕçĕ-хĕлĕ хăйне евĕр, пире, аслисене те, пăлхантармасăр хăвармасть, - тенĕ Радий Хабиров март уйăхĕн 1-мĕшĕнче иртнĕ канашлура.
Республика ертÿçи ачасене автобуссемпе вырăнтан-вырăна турттарас мар тесе спектакль труппине Пушкăртстанри пысăк хуласене тухса çÿреме сĕннĕ. Çавăн пекех Роспотребнадзор ĕçченĕсене театрсенчи куракансен вырăнĕсене ÿстерме ыйтнă.
Читайте нас: