Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
1 Мартӑн 2021, 14:00

Çулталăк хушшинче айăпланă çул çитмен ачасен шучĕ чакнă

2020 çулта Пушкăртстанри судсем 354 çул çитмен ачана айăпланă. Иртнĕ çулпа танлаштарсан çак кăтарту сахалрах‚ ун чухне 430 çын пулнă тесе пĕлтернĕ Пушкăртстанри Аслă суд председателĕ Земфира Латыпова регионти судсен председателĕсемпе ирттернĕ ларура.

Вăл çирĕплетнĕ тăрăх‚ 184 çул çитмен ача ушкăнпа преступлениллĕ ĕç тунă‚ 99-шĕ - ниçта та вĕренмен‚ ĕçлемен‚ 51-не маларах темиçе хут та айăпланă‚ 36-шĕ алкоголь ĕçнипе‚ наркотиксем усă курнипе преступлени тунă.
- Çул çитмен ачасемпе ĕçлессине тимлĕх уйăрма пăрахрăмăр тесе калама та юрать. Çакна‚ паллах‚ пандемипе çыхăнтарма пулать. Анчах сăлтавĕ çакăнта кăна мар‚ çак ĕçе малтанхи шайрах йĕркелемелле‚ - тенĕ ПР Аслă суд председателĕ.
Пушкăртстанра 2020 çулта айăпланакансен ытларах пайĕ‚ пĕтĕмĕшле шутран 25‚7%‚ вăрăпа лекнĕ. Иккĕмĕш вырăнта - çул-йĕр правилисене пăсни (17‚9%). Наркотик хутăшĕсемпе усă курнисем (13‚8%) виççĕмĕш ушкăна никĕслеççĕ.
Иртнĕ çул регионти судсем 1 миллион та 95 пин те 540 ĕç пăхса тухнă. Çакă 2019 çулхи кăтартупа танлаштарсан 4‚6% нумайрах.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: