Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
2 Мартӑн 2021, 17:20

«Ачасен апатланăвĕ Раççейре лайăххисен шутĕнче пулмалла»

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров шкул апатланăвĕнчи йăнăшсене тÿрлетес ĕç республикăра тивĕçлĕ шайра пурнăçланмасть тесе хак панă.

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров шкул апатланăвĕнчи йăнăшсене тÿрлетес ĕç республикăра тивĕçлĕ шайра пурнăçланмасть тесе хак панă. Лицейсемпе гимназисенче тата ытти пĕтĕмĕшле пĕлу паракан шкулсенче вĕренекен ачасен ашшĕ-амăшĕсем малтанхи пекех апатлану пирки çăхавсем çыраççĕ. Вĕсен ытларах пайĕ Ĕпхÿ хулинчен килет. Вĕренекенсем чылай чухне апат сивĕ, макаронсем çыпçăнса пĕтнĕ, пăтă «чул пек хытă» тесе калаççĕ.
«Ачасене паха апат çитересси – патшалăх тĕллевĕ. Республикăри апатлану Раççейре лайăххисен шутне кĕрессине сирĕнпе е сирĕнсĕр пурпĕрех туса çитеретĕп, - çирĕплетнĕ Радий Хабиров оперативлă канашлура. – Мĕн пулса иртнине шута илме пуçлатпăр. Виçĕ хутчен йĕркене пăссан директора ĕçрен хăтарма пултаратăр».
Читайте нас: