Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
2 Мартӑн 2021, 16:20

Ачасене паракан пособи йĕрки улшăннă

Март уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа виçĕ çултан кĕçĕнрех ачасене автоматлă мелпе паракан пособи хăйĕн вăйне çухатнă. ПР Çемье‚ ĕç тата социаллă хÿтĕлев министерстви пĕлтернĕ тăрăх‚ çак улшăнусем пĕрремĕш ачана виçĕ çулччен уйăхсерен паракан пособисене пырса тивеççĕ.

Пособие автоматлă мелпе парассине пандеми вăхăтĕнче йышăннăччĕ. Халĕ çăмăллăхпа усă курас тесен ашшĕ-амăшĕсем кирлĕ документсене пухса социаллă хÿтĕлев органне е нумай функциллĕ центра çитмелле. Çĕнĕ тÿлев илме тата тÿлев паракан вăхăта тăсма заявлени çырнă кунтан шута илĕç.
Çавăн пекех Пушкăртстанри Ĕç министерстви пĕлтернĕ тăрăх‚ виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ‚ 16 çулчченхи ачасене паракан пособисене автоматлă мелпе тÿлесси май уйăхĕн 31-мĕшĕччен пурнăçа кĕрĕ.
Çакна та палăртса хăвармалла‚ пĕрремĕш ачана паракан пурăнмалли минимум виçипе танлашакан тÿлеве‚ ашшĕпе амăшĕн таххучĕсем икĕ пурăнмалли минимум шайĕнчен иртмесен федераллă бюджетран тÿлĕç. Иккĕмĕш ачана - амăшĕн капиталĕнчен. Хăш-пĕр регионсенче виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн паракан тÿлевсем те пур.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: