Пур хыпар та
Новости
2 Мартӑн 2021, 16:25

Хăтаруçăсем пусă тĕпĕнчен арçын ÿтне кăларнă

Дуван районĕнчи Чертан ялĕнчи пусăра арçын ÿтне тупнă. «Салават çĕрĕ çинче» («На земле Салавата») хаçат пĕлтернĕ тăрăх‚ çăл тĕпĕнчен вилнĕ çын ÿтне туртса кăларма хăтаруçăсен пулăшăвĕ кирлĕ пулнă.

Дуван районĕнчи Чертан ялĕнчи пусăра арçын ÿтне тупнă. «Салават çĕрĕ çинче» («На земле Салавата») хаçат пĕлтернĕ тăрăх‚ çăл тĕпĕнчен вилнĕ çын ÿтне туртса кăларма хăтаруçăсен пулăшăвĕ кирлĕ пулнă.
Инкек пулнă вырăна Малояз ялĕнчи шыравпа хăтару отрячĕн ĕçченĕсем килсе çитнĕ.
Маларах тĕпченĕ тăрăх‚ 34 çулхи арçын пусăран шыв ăсасшăн пулнă‚ анчах та ури çинче çирĕп тăманнине пула аяла ÿкнĕ. Çапла майпа вăл инкеклĕ лару-тăрура вилнĕ те.
Хăтаруçăсем арçын ÿтне кăларас тесе хăйне майлă çăмăлах мар операци ирттернĕ. Вăл пĕр сехет хушши пынă.
Халĕ саккуна сыхлакан органсем пулса иртнин лару-тăрăвне тĕпчеççĕ. Вĕсем арçын пусса ÿкнĕ вăхăтра ÿсĕр пулма пултарнине палăртаççĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: