Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
2 Мартӑн 2021, 17:10

Пилотсăр вертолетсем кăлара пуçлĕç

Пушкăртстанра пилотсăр вертолетсен производствине хута ярĕç. Вăл «Геоскан» компанипе пĕрле тăвакан проект пулассине республика правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров Санкт-Петербургра ĕçлĕ çулçÿревпе кайса килнĕ хыççăн пĕлтернĕ. Регион делегацийĕ «Геоскан» пилотсăр вĕçев аппарачĕсен заводĕнче пулса курнă.

-Пирĕн республикăра хамăрăн хăватлă авиаци кластерĕ пур, ăна малалла та аталантарма палăртатпăр. Асăннă юхăмсенчен пĕри Пушкăртстан территоринче «Геоскан» компанипе пĕрле пилотсăр вертолетсене туса кăларасси пулĕ, - палăртнă Андрей Назаров.
«Геоскан» компанипе пĕрле тумалли тепĕр проект Ĕпхÿ хулипе районне аэрофотосъемкăпа усă курса кадастр даннăйĕсене тĕрĕслесси пулĕ.
«Геоскан» - пилотсăр вĕçев аппарачĕсене туса хатĕрлекен Раççейри компанисен ушкăнĕ. Çавăн пекех вăл виçĕ виçеллĕ визуализаци тата даннăйсене фотограмметри мелĕпе ĕçлесе хатĕрлемелли программăсемпе тивĕçтерет. Асăннă компанин филиалĕсем Мускав, Белгород тата Сургут хулисенче пур.
Читайте нас: