Урал сасси
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
2 Мартӑн 2021, 19:35

«Шурă вилĕм» сутма хăтланнăшăн - 8 çул

Ĕпхÿри Калинин район сучĕ 1№ айăпа кĕнисене юсанмалли колонинче воспитани ĕçне илсе пыракан уйрăм отряд ертÿçи пулса ĕçленĕ 38 çулхи арçын тĕлĕшпе приговор йышăннă.

Ĕпхÿри Калинин район сучĕ 1№ айăпа кĕнисене юсанмалли колонинче воспитани ĕçне илсе пыракан уйрăм отряд ертÿçи пулса ĕçленĕ 38 çулхи арçын тĕлĕшпе приговор йышăннă. Ăна «наркотик хутăшĕсене тата психотроплă им-çамсене пĕлтерĕшлĕ тата пысăк виçепе саккунсăр майпа сутма хăтланнăшăн» тата «ĕç вырăнĕпе усă курнăшăн» статьясемпе айăпланă.
ПР прокуратурин пресс-службин даннăйĕсем тăрăх‚ иртнĕ çулхи апрель уйăхĕнче арçын колонире ларакан çынна сутма амфетамин‚ героин‚ каннабис‚ гашиш тата гашиш çăвĕ туяннă. Ăна наркотиксене режимлă объект территорине илсе кĕме хăтланнă чух хăрушсăрлăх службин ĕçченĕсем ярса тытнă.
Суд умне тăнăскер хăйĕн айăпне йышăнман. Фемида арçынна 8 çул та 2 уйăхлăха çирĕп режимлă арçынсене юсанмалли колонине яма йышăннă. Унсăр пуçне вăл патшалăх службинче 5 çул хушши ĕçлеме пултараймасть.
Приговор саккунлă вăя кĕмен-ха.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: