Урал сасси
+20 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
2 Мартӑн 2021, 19:40

Çулсем тума - 2‚5 млрд тенкĕ

Раççей Правительстви 2021-2022 çулсенче çул-йĕр инфраструктурине аталантарма 69 региона 100 млрд тенкĕ уйăрнă. Вĕсенчен 27 млрд тенкипе 58 регионти çулсене юсĕç.

Раççей Правительстви 2021-2022 çулсенче çул-йĕр инфраструктурине аталантарма 69 региона 100 млрд тенкĕ уйăрнă. Вĕсенчен 27 млрд тенкипе 58 регионти çулсене юсĕç. Укçа-тенкĕн юлнă пайĕпе объектсем хăпартĕç‚ киввисене юсаса çĕнетĕç. Вĕсен шутĕнче - Мускав облаçĕнчи Лобня хулине çурçĕр енчен çаврăнса иртмелли çул‚ Череповецк хулинчи Шексана юхан шывĕ урлă хывнă кĕпер‚ Краснодар хулине кăнтăр енчен кĕмелли çул‚ Ĕпхĕвĕн Хĕвел тухăç енчи тăкăрлăкĕ (выезд).
Çав вăхăтрах резервлă фондран Крымри 330 çухрăм çула юсама 10‚5 млрд тенкĕ уйăрĕç.
Асăннă документпа килĕшÿллĕн Пушкăртстан «Хăрушсăрлăхлă тата паха çулсем» наци проекчĕ шайĕнче 2021 çулта 224‚4 млн тенкĕ илме тивĕçĕ.
Кăçал Ĕпхÿри Хĕвел тухăç енчи тăкăрлăка хăпартма 465‚24 млн тенкĕ уйăрĕç‚ 2022 çулта - 1‚829 млрд тенкĕ. Маларах Пушкăртстанри Транспорт министерстви пĕлтернĕ тăрăх‚ регион 1‚5 млрд тенкĕлĕх федераллă субсиди кĕтнĕ‚ анчах унăн виçи чылай ытларах.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: