Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
3 Мартӑн 2021, 16:05

1000 арçынна - 1133 хĕрарăм

Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн Пушкăртстанри статистиксем 1000 арçын пуçне миçе хĕрарăм лекнине шута илнĕ.

Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн Пушкăртстанри статистиксем 1000 арçын пуçне миçе хĕрарăм лекнине шута илнĕ.
Пушкăртстатăн юлашки даннăйĕсем тăрăх‚ республикăра 2‚1 млн хĕрарăм (регионти мĕнпур халăхăн 53‚1%) пурăнать. Вăтамран вăл кашни 1000 арçын пуçне 1133 хĕрарăм пулать.
Малтанхи пекех арçын ачасем хĕр ачасенчен ытларах çуралаççĕ. Республикăра арçынсемпе хĕрарăмсен шучĕ 20 çула çитиччен пĕр пек тытăнса тăрать. Ĕçлекен халăхăн аслă ÿсĕмри ушкăнсенчи хĕрарăмсен шучĕ ÿсет. Ĕçлеме юрăхлисен шутĕнче вара кашни 1000 арçын пуçне 2225 хĕрарăм тÿр килет.
Хĕрарăмсен вăтам пурнăç тăршшĕ 78‚0 çулпа танлашать‚ арçынсен - 67‚3 çул.
Этемлĕхĕн черчен çурри регионти ĕç ресурсĕсен çуррипе пĕр килет тесен те йăнăш пулмĕ. Ĕçлекен хĕрарăмсен вăтам ÿсĕмĕ - 41 çул.
2020 çулта 30 çулчченхи ĕçлекен хĕрарăмсен пайĕ 18‚1 % танлашнă‚ 30-54 çулхисен - 68‚2%‚ 55 çултан аслăраххисен - 13‚8%. Пикесем экономика ĕçĕ-хĕлĕн пур сферинче тăрăшаççĕ темелле. Çав вăхăтрах хĕрарăмсен 84% хăйсен ĕçне вĕрентÿпе çыхăнтарнă‚ 81% сывлăх сыхлавĕнче тата социаллă пулăшура тăрăшаççĕ‚ 65% - суту-илÿре‚ гостиницăсемпе обществăлла апатлану предприятийĕсенче.
Экономика структуринче ĕçлекен хĕрарăмсем арçынсемпе танлаштарсан‚ пысăк пĕлÿллĕ. Ĕçлекен хĕрарăмсен шутĕнче аслă пĕлÿ илнисен пайĕ 38‚5% танлашнă (арçынсен - 25‚5%)‚ вăтам професси пĕлĕвĕ - 47‚7% (арçынсен - 56‚3%).
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: