Урал сасси
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
3 Мартӑн 2021, 17:25

Хăйĕн юлташне тата полици ĕçченне çĕçĕпе каснă

Октябрьски хулин полици участокне васкавлă пулăшу бригадинчен хыпар çитернĕ. Медицина ĕçченĕсем пĕр хваттерте арçын хăйĕн юлташне çĕçĕпе чикнĕ тесе пĕлтернĕ. Полици ĕçченĕсем асăннă адреспа килсе çитнĕ.

Малтанхи кăтартусем тăрăх, 62 çулхи арçын 31 çулхи пĕлĕшĕпе хăйĕн общежити пÿлĕмĕнче эрех ĕçнĕ. Самаях хĕрнĕ арçынсем хушшинче хирĕçÿ сиксе тухнă, кил хуçи хăнана хул пуççинчен çĕçĕпе чикнĕ. Ун хыççăн хăех васкавлă пулăшу чĕнтернĕ.
Пăтăрмах пулса иртнĕ вырăна чи малтан участкри полици инспекторĕ çитнĕ. Харкашакан çын çĕçĕпе йĕрке хуралçине хирĕç тăрса ун аллине касса янă. Анчах та полици ĕçченĕ ун çине тапăнакан çыннăн çĕççине турса илнĕ те ăна тытса чарнă.
Халĕ 62 çулхи арçыннăн хăйĕн юлташне суранлатнăшăн тата полици ĕçченне тапăннăшăн явап тытмалла пулĕ.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Читайте нас: