Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Новости
3 Мартӑн 2021, 12:44

Хаклӑ аннесем, кукамайсемпе асаннесем, аппасемпе йӑмӑксем!!!

Сире пурне те Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗпе, илемлӗх, çепĕçлĕх тата черченлӗх уявӗ ячӗпе саламлама ирӗк парсамӑр.

Сире пурне те Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗпе, илемлӗх, çепĕçлĕх тата черченлӗх уявӗ ячӗпе саламлама ирӗк парсамӑр.
Хӗрарӑмсен прависемшӗн кӗрешесси вӑраха пынине пӑхмасӑр, паянхи кун хӗрарӑмсем арҫынсемпе пӗр тан шутланаҫҫӗ. Эсир пӗтӗм тĕнчене хӑвӑр илемлӗхĕрпе, черченлĕхĕрпе, ачашлӑхăрпа тата илӗртӳлĕхĕрпе ҫутататӑр. Эсир - ҫут ҫанталӑкӑн чи илемлӗ те тӗлӗнмелле кӗтречӗ. Эсир тӑрӑшни, сирӗн тимлӗхĕр тата юратăвăр пирӗн пурнӑҫа кашни кун илем кӳрет.
Хаклӑ ҫыннӑмӑрсем, сире кашнинех ҫитӗнӳсем, ырлӑх-сывлăх, ҫутӑ ҫӗнтерӳсем, ырӑ туйӑм, иксӗлми те тулли телейпе юрату тата пуянлӑх, тăнăç пурнăç, асран кайми, чаплӑ, тӗлӗнмелле те кăсăк самантсем сунатпӑр!
Ҫемьери вучахӑр яланах тикĕс те пĕр сÿнми çунтăр, сăнăр савăнăçпа çуталтăр, ачăрсен юратăвĕ, тимлĕхĕ куллен ăшăтса тăтăр. Сирӗн чӗрӗрсем чи ырӑ та ҫепӗҫ туйӑмсемпе тулччӑр, юнашар яланах шанчӑклӑ тĕрев пултӑр, сире чунтан юратакан ҫынсем ăшă туйăмсемпе ҫавӑрса илччӗр, вӗсем сирӗнпе яланах юнашар пулччăр.
Уяв ячĕпе саламласа сире ӗмӗрхи ҫамрӑклӑхпа илемлӗх, телейлӗ тӗлпулусемпе савӑнӑҫлӑ туйӑмсем, хавхалану сунатпӑр. Сирӗн пурнӑҫӑрта тӗлӗнмелле хӑватпа асамлӑх пултӑр, ӗмӗтӗрсем пурнӑҫланччӑр.
Сире, пирӗн хаклӑ та савнӑ хӗрарӑмсем, ӑнӑҫлӑ та ҫителӗклӗ пурнăçпа пурăнма сунатпӑр. Пурнӑҫ сире хӑйӗн горизончӗсене тӗрлӗ тӗссемпе кӑтарттӑр. Пирӗн юратнӑ, ытарма ҫук хӳхӗм, йӑпатуллӑ хӗрарӑмсем, сире яланах ачаш та ҫепӗҫ тӑрса юлма сунатпăр.
Людмила МУРМАНСКАЯ,
Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн ертÿçи,
Ирина СУХАРЕВА, Ĕпхÿри чăваш хĕрарăмĕсен «Салампи» пĕрлĕхĕн председателĕ.
Читайте нас: