Урал сасси
+20 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
3 Мартӑн 2021, 12:49

Хаклă хĕрарăмсем!

Сире çурхи илемлĕ уявпа - Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕпе, Мартăн 8-мĕшĕпе - чун-чĕререн саламлатăп.

Сире çурхи илемлĕ уявпа - Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕпе, Мартăн 8-мĕшĕпе - чун-чĕререн саламлатăп.
Çĕр çинче чи хакли хĕрарăмпа çыхăннă. Вăл пурăнма‚ ырă ĕçсем тума‚ илем кÿме хавхалантарать!
Сирĕн ăс-хакăлăр çемье вучахне упрать‚ хăватăр ĕç коллективне ертсе пыма‚ професси е общество ĕçĕ-хĕлĕнче çитĕнÿсем тума пулăшать. Сирĕн чăтăмлăхăр кулленхи пурнăçри йывăрлăхсене çĕнме вăй парать‚ ырлăхăр вара ачасемпе мăнуксене çĕршывăн чăн-чăн гражданĕсем пулма вĕрентет.
Çуркуннехи çак уяв кунĕнче пĕтĕм чĕререн ялан илемлĕ‚ ырă чĕреллĕ пулма‚ пирĕн пурнăçа хаваслăрах та çутăрах тăвакан паха енсене упрама сунатăп.
Сире тата çывăх çыннăрсене çирĕп сывлăх‚ пысăк телей‚ çемьере татулăх‚ юрату!
Хĕвелĕн çуркуннехи пирвайхи пайăркисем сире савăнăç‚ юратнă çыннăрсен тимлĕхне тата вĕсен ăшшине парнелеччĕр.
Людмила БАДРЕТДИНОВА‚ Пушкăртстанри «Сарпике» чăваш хĕрарăмĕсен канашĕн председателĕ‚ Пушкăртстанри Хĕрарăмсен Союзĕн правлени членĕ.
Читайте нас: