Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
3 Мартӑн 2021, 12:43

Леонид Павлович Михайлов

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн кăçалхи февраль уйăхĕн 20-мĕшĕнчи хушăвĕпе килĕшÿллĕн чăваш халăхĕн вĕрентÿпе культура аталанăвне ырă витĕм кÿрес ĕçре пысăк тÿпе хывнăшăн тата Чăваш Республики умĕнчи ытти тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн «Элем» ансамбль ертÿçине‚ Ĕпхÿ хулинчи чăваш вырсарни шкулĕн вĕрентекенне Леонид Павлович Михайлова «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ» хисеплĕ ят парса чысланă.

Çак кунсенче Леонид Павлович хăйĕн 70 çулхи юбилейне паллă турĕ пулсан та ĕçре хастарлăхпа палăрса тăрать. Унăн ĕçченлĕхĕпе тăрăшулăхне, вăй-хăватне ăмсанасси çеç юлать. Çамрăксемшĕн вăл ырă тĕслĕх, унран вĕренмелли, ăша хывмалли çителĕклех. Аслă çын сăмахĕ коллективра яланах сумра. Л.П. Михайлов тарăн та анлă тавракурăмĕпе чăваш тĕнчине аталантарас ĕçре ырми-канми вăй хурать. Кунта хамăр халăхăн авалхи тĕнне тĕпчессипе çыхăннă самантсене асăнса хăвармалла.
Леонид Павловича сумлă наградăна тивĕçнĕ ятпа саламласа чăваш халăхĕшĕн малашне те ырă ĕçсем тума чăваш юманĕ пек çирĕп сывлăх‚ хавхалануллă кăмăл-туйăм сунатпăр.
Читайте нас: