Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
4 Мартӑн 2021, 14:40

Çĕнĕ çулта - çĕнĕ проект

Пушкăртстанра «Ача çурат» («Рожай ребенка») проект вăй илнĕ. Проект пуçаруçисем - «Пушкăртстан Республикинчи аннесем» обществăлла организаци‚ Сывлăх сывлавпа Çемье‚ ĕç тата социаллă хÿтĕлев министерствисем.

Проект шайĕнче хĕрарăмăн ача çуратмалли сывлăхне упрас‚ çамрăксен хушшинче хырăм пăрахни сывлăха сиен кÿнине ăнлантарса парас тĕллевпе мероприятисем ирттерĕç.
Çĕнĕ проекта республикăн 10 хулипе районĕнчен 15-40 çулхи 10 пине яхăн хĕрарăма явăçтарма палăртаççĕ. Информаципе çут ĕç ĕçне пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенчи аслă классен‚ ача çурчĕсемпе социаллă приютсен воспитанникĕсен‚ çавăн пекех йывăр лару-тăрăва лекнĕ хĕрарăмсен хушшинче йĕркелĕç.
Йĕркелÿçĕсем проекта пурнăçлани çамрăксене çемье çавăрма‚ хырăм пăрахассинчен упранма пулăшассине шанаççĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: