Кашни кун 112-система Пушкăртстан территорийĕнчен икĕ пин ытла суя шăнкăрав килнине шута илет. Çакă пĕтĕмĕшле пĕлтерÿсен 43% танлашать. Регионти Инкеклĕ лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Фарит Гумеров пĕлтернĕ тăрăх‚ анализ кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн ытларах пĕр номерсенчен суя шăнкăравсем тунă.
- Пĕтĕмĕшле суя шăнкăравсенчен 550 пинĕ (56%) заявлени паракан çыхăнăва тухманнипе çыхăннă (эфирта шăплăх тăнă)‚ 310 пин шăнкăравра (32‚2%) ют сасă илтĕннĕ‚ – тенĕ ведомство пресс-службинче.
Ытларах çынсем «112» васкавлă номерпе ăнсăртран шăнкăравлаççĕ тесе пĕлтернĕ операторсем. 112-система ĕçченĕсем суя шăнкăравсене хирĕç кĕрешессипе йĕркеленĕ профилактика ĕçĕсем туса ирттернĕ хыççăн уйăх хушшинче вĕсен шучĕ 17% чакнă.